Паян, ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, 5-6 классенче
вӗренекенсемпе "Чи пултаруллисепе маттуррисем" ятлӑ ӑмӑрту иртрӗ.
Ачасем пӗр-пӗринпе тупӑшрӗҫ, хӑйсем чӑваш чӗлхипе литературине мӗнле шайра
пӗлнине тӗрӗслерӗҫ. Тӗрлӗ ӗҫсем пурнӑҫларӗҫ. Тӗслӗхрен: тупмалли юмахсен
тупсӑмне пӗлесси, пӗр сас паллирен пуҫланакан сӑмахсенчен кулӑшла калав
йӗркелесси, кӑсӑклӑ ыйтусем ҫине хуравласси тата ытти те.
Ҫапла вара, 5
- мӗш класра вӗренекенсенчен чӑваш чӗлхипе литературине чи лайӑх пӗлекенни Тарасова Валерия пулчӗ. 6-мӗш класра вӗренекенсенчен вара
ҫав ята Филиппов Вячеслав ҫӗнсе илчӗ.
Вӗсене "5" паллӑ лартса хавхалантартӑмӑр.